Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Мари Эл

Ҫӗнӗлле йӗркелеме сӗннӗ чикесем
Ҫӗнӗлле йӗркелеме сӗннӗ чикесем

Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн председательне Юрий Попова нумай пулмасть сӗнӳ ярса панӑ — чӑваш хастарӗсен ушкӑнӗ республикӑн чиккисене ҫӗнӗрен пӑхса тухма канаш панӑ. Ушкӑна кӗрекен Илья Алексеев каласа панӑ тӑрӑх вӗсен проекчӗпе килӗшӳллӗн Тутарстанпа Мари Эл ҫӗрӗсемсӗр пуҫне чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан Чӗмпӗр облаҫӗн вырӑнӗсем кӗмелле. Ҫавӑн пекех Чулхула облаҫӗн Пильна районӗ шутне кӗрекен хӑш-пӗр лаптӑксене те куҫарма сӗннӗ. Сӗнӗве федераци шайӗнче пӑхса тухма ыйтнӑ.

Ҫавӑн пекех проектпа килӗшӳллӗн Пӑрачкавпа Улатӑр районӗсен ҫӗрӗсене республикӑран илсен аван пулмалла пек.

Сӗнӗвӗн тулли тексчӗпе «Ирӗклӗ сӑмах» сайтӗнче паллашма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i383.html
 

Конференцире. Н. Плотников сӑнӗ
Конференцире. Н. Плотников сӑнӗ

Акан 25-мӗшпе 27-мӗшӗсенче Мари Элӗн тӗп хулинче, Йошкар Олара, тӗнче шайӗнчи «Вак халӑхсен чӗлхисем компьютер технологисенче: опыт, тӗллевӗсем тата малашлӑхӗ» («Языки меньшинств в компьютерных технологиях: опыт, задачи и перспективы») конференци иртет. Ӑна Европа Канашӗпе Европа пӗрлӗхӗ тата Раҫҫей Федерацин регионсен аталанӑвӗн министерстви пӗрле хатӗрленӗ «Раҫҫейри вак халӑхсем: чӗлхе, культура, МИХ тата гражданла общество аталанӑвӗ» программӑпа килӗшӳллӗн ирттернӗ. Пулӑшакансен шутӗнче ҫавӑн пекех Мари Элӗн культура, пичет тата халӑхсен ӗҫӗн министерствине асӑнма пулать. Конференцие йӗркелекенсем: «Марий Эл Радио», Мари патшалӑх университечӗн финно-угрсене тӗпчекен институт, В.М. Васильев ячӗллӗ чӗлхен, литературӑн тата историн ӑслӑлӑхпа тӗпчев мари институчӗ.

Ӗнер конференцине хутшӑнакан хӑнасене йышӑннӑ пулсан, паян докладсен кунӗ пулчӗ. Халӑх тӗрлӗ тӑрӑхсенчен пухӑннӑччӗ — Эстонирен килнисем те пулчӗҫ, Якутирен ҫитнисем те. Шупашкартан конференцие Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ ҫитнӗччӗ — вӑл Hunspell хатӗр валли хатӗрленӗ словарь ҫинчен каласа пачӗ.

Малалла...

 

паркри Елчӗк кӳлӗ
паркри Елчӗк кӳлӗ

Кӑҫал ҫу кунӗсем Атӑл тӑрӑхӗнче шӑрӑх тӑраҫҫӗ. Ҫумӑрӗ ҫукаласа иртет пулин те ун нӳрри таврана йӗпетме ҫитеймест. Йӑлӑм енче те пушар тухас хӑрушлӑх вӑйлӑ. Мари Элӗн вырӑнти ИӖМ (Инкеклӗ ӗҫсен министерстви) пӗлтернӗ тӑрӑх «Мари Чодра» наци паркӗнче вут алхасать. Кун пирки «Интерфакс» хыпарлать.

Вут Илет посёлок патне ҫитме пуҫланӑ. Пушар пирки хыпар ИӖМе ҫитнӗ хыҫҫӑнах вӑрман хӗрринче пурӑнакан 75 ҫынна эвакуциленӗ. Ҫапах та ҫил тепӗр енчен вӗрме пуҫланине кура посёлокшӑн (унта 400 ытла ҫын пурӑнать) хӑрушлӑх ҫук пулӗ тесе шутлаҫҫӗ.

Вырӑнти 19 сехет тӗлне вут 80 гектарта алхасать тесе пӗлтереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2010/06/23/fire/
 

Мари университечӗ
Мари университечӗ

Иртнӗ эрнере чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн тӑватӑ студентки Мари патшалӑх университечӗн финно-угроведени институтӗнче наукӑпа прктика конференцийӗнче пулчӗҫ. Вӗсем — С.Чернова, А.Димитриева (4 курс), О.Иванова, Т.Ефремова (3 курс). (Ҫулҫӳреве йӗркелеме пулӑшнӑ 4 курс студентне Е.Филиппова — пысӑк тав сӑмахӗ).

Чӑваш хӗрӗсем литература пӗлӗвӗ тата фольклор секцийӗсенче тухса калаҫрӗҫ. Кӑсӑклансах итлерӗҫ вӗсен доклачӗсене мари преподавателӗсемпе студенчӗсем. Ҫине-ҫинех ыйту пачӗҫ, тӗпчерӗҫ. А.Димитриева паллӑ чӑваш ҫыравҫин хайлавӗсенчи хӗрарӑм шӑпине йӗркеленӗ, докладра вӑл Ч.Айтматов кӑркӑс ҫыравҫин хайлавӗсене Ю.Скворцовӑннипе танлаштарнӑ. Хӗрӳллӗ хуравланипе, ҫухалса кайманнипе палӑрчӗҫ пирӗн студенткӑсем.

Кӳршӗ республикӑри ҫамрӑксен доклачӗсене те хаваслансах итлерӗҫ вӗсем. Йошкар-Оласем малтан ҫармӑсла калаҫрӗҫ. Вӑл хушӑра мари чӗлхипе вулакан докладсене тӑнласа пӗр пек янӑракан сӑмахсене уйӑрса илме, мӗн те пулин ӑнкарма тӑрӑшрӗҫ чӑвашсем. Кайран, сӑмах мӗн ҫинчен пынине кӗскен вырӑсла ӑнлантарса парсан, хӑйсем те ыйтусем пачӗҫ.

Малалла...

 

Мари патшалӑх университечӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх финнпа угор тӗпчев институтӗнче ҫармӑс чӗлхипе литературин эрни пуҫланнӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 9-мӗшпе 12-мӗшсенче иртет.

Чӗлхе эрнине республикӑна туса хунӑранпа 90 ҫул ҫитнине, Валентин Колумб паллӑ ҫармӑс сӑвӑҫи ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине, вӗрентекен ҫулталӑкне тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Пушӑн 9-мӗшӗнче стена хаҫачӗ кӑларассипе ӑмӑртнӑ; пушӑн 10-мӗшӗнче паллӑ ӑсчахсемпе тӗлпулу иртнӗ; пушӑн 11-мӗшӗнче чи лайӑх хайлава тата чаплӑ вулавҫӑна суйлӗҫ. Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Вӗрентекен — сан ӗҫӳ те сан яту та ӗмӗр-ӗмӗр хисепре» (Учитель, твое имя и твой труд – в веках) ятлӑ литературӑпа музыка каҫӗ иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://finugor.ru/?q=node/13044
 

Страницӑсем: 1 ... 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, [16]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра аталантарас тесе тăрăшатăр. Халĕ тĕплĕ план хатĕрлемелле те ăна пăхăнмалла. Кăтарту укçа-тенкĕ илсе килĕ. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатмалла. Тен, эсир пĕрле çулçÿреве кайма шутланă?

Юпа, 19

1913
111
Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1914
110
Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
99
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1941
83
Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1947
77
Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
46
Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1978
46
Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1982
42
Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1990
34
Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та